Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Сентябрӗн 2020, 12:15

Пилĕк регионти 88 çамрăк кадет пулса тăнă

Атăлçум федераллă округри (АФО) Раççей Геройĕ Александр Доставалов ячĕллĕ Пушкăрт кадет корпусĕн 88 çамрăкĕ Ишимбай хулине çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пухăннă.

Атăлçум федераллă округри (АФО) Раççей Геройĕ Александр Доставалов ячĕллĕ Пушкăрт кадет корпусĕн 88 çамрăкĕ Ишимбай хулине çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пухăннă. Удмуртипе Тутарстан‚ Оренбургпа Челябинск тата Мускав облаçĕн ачисем курсант ята тивĕçлĕ пулнă. Кадет корпусĕнче 6-11 классенче 320 курсант вĕренет. Вĕсен шутĕнче укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр нумай ачаллă çемьесен тата çар çыннинсен çемйисен ачисем те пур. Кадетсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе Раççей Президенчĕн АФОри полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров саламланă.
«Кадет вĕрентĕвĕ пирĕн патшалăхăн çĕнĕ ăрăвне çитĕнтерес ĕçре паллă вырăн йышăнать. Вăл патриотсене ÿстерет‚Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене хатĕрлет‚ культура йăли-йĕркисене тата истори еткерлĕхне упраса хăварма пулăшать. Кунта паха пĕлÿ илме‚ ăс-тăн тата кăмăл-сипет‚ професси енчен аталанма мĕнпур условисем пур. Паллă вырăс полководецĕн Александр Васильевич Суворов халалне асра тытăр»‚ - тенĕ официаллă салам хутĕнче.
Пушкăрт кадет корпусĕнче паянхи кунпа килĕшсе тăракан инфраструктурăна‚ пурлăхпа техника базине йĕркеленĕ. Унта çĕнĕ вĕрентÿ тата спорт объекчĕсем хăпартнă‚ инноваци оборудованийĕсем туяннă. Кадет корпусĕн выпускникĕсем Инкеклĕ лару-тăру министерствин‚ саккуна хÿтĕлекен органсен тата Раççей Оборона министерствин профилĕпе уçнă аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: