Регионти Суту-илÿ патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанра çиччĕмĕш сĕт-турăх туса кăларакан кухньăна хăпартса пĕтерĕç.
Çĕнĕ производствăн строительстви Киги районĕнче пырать. Унăн хакĕ 47 млн тенкĕпе танлашать. Асăннă укçа-тенке республика бюджетĕнчен уйăрса панă.
- «Сĕт-турăх кухнин» çĕнĕ уйрăмĕ Пушкăртстанăн çурçĕрпе хĕвел тухăç енче пурăнакан виçĕ çулчченхи 1‚5 пин ачана продукципе тивĕçтерсе тăрĕ. Хăвачĕпе вăл талăкне 3‚5 тонна сĕт туса кăларĕ‚ - тенĕ Суту-илÿ патшалăх комитетĕнче.
Паянхи кун тĕлне строительсем модульлĕ цеха хăпартнă‚ ăна тулти коммуникаципе çыхăнтарнă. Унсăр пуçне вĕсем шалти тата тулти илемлетÿ ĕçĕсене тума пикеннĕ. Умра – пысăк технологиллĕ оборудованисене монтажласси‚ çумри территорине асфальт сарасси.
Çав вăхăтрах Кигипе кÿршĕллĕ районсенче - Дуванпа Мечетлĕре‚ Салаватпа Белокатайра – ачасем валли сĕт-турăх продукцине салатма модульлĕ павильонсем вырнаçтарса лартаççĕ. Вĕсене суту-илÿ сĕтелĕсемпе‚ сивĕтмелли хатĕрсемпе‚ пандуссемпе‚ продукцие пушатма уйрăм кĕмелли вырăнпа тивĕçтерĕç.