Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Сентябрӗн 2020, 11:40

Патшалăх служащийĕ 12 млн тенкĕ тавăрса парĕ

Республика прокуратури муниципаллă пурлăхпа право йĕркине пăсса усă курнă факта тупса палăртнă.

Республика прокуратури муниципаллă пурлăхпа право йĕркине пăсса усă курнă факта тупса палăртнă.
Пушкăртстанри прокуратурăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ 2014 çулта федераллă патшалăх служащийне социаллă найм килĕшĕвĕпе саккуна пăсса Ĕпхÿ хула варринче 120 тăваткал метр лаптăклă тăватă пÿлĕмлĕ хваттер панă. Каярах пурăнмалли хваттер чиновникăн хĕрĕн харпăрлăхне куçнă. Ăна вăл Çав вăхăтрах служащийĕн тата унăн çемье членĕсен тÿлевсĕр çурт илмелли право пулман. Мĕншĕн тесен вĕсем пурăнмалли условисене лайăхлатма учета тăнисен списокне лекмен.
Прокурорсем суд йĕркипе чиновника хваттер хакне‚ 12‚3 млн тенкĕ тÿлеттерме ыйтнă. Анчах Киров район сучĕ çак иска хирĕçленĕ. Саккуна сыхлакансем апелляци çырнă.
- Республикăн Аслă сучĕ прокурорсен шухăшĕсемпе килĕшрĕ‚ вĕсен ыйтнине туллин тивĕçтерчĕ‚ - тенĕ ПР прокуратурин пресс-служби.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: