Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Сентябрӗн 2020, 13:55

Штрафсем тÿлеменшĕн 40 çынна арестленĕ

ПР ГИБДД ĕçченĕсен даннăйĕсем тăрăх‚ август уйăхĕнче 540 водителе‚ ĕçри должноçри çынна тата çуран çÿрекене Патшалăх автоинспекцийĕ маларах панă штрафсене тÿлеменшĕн яваплăх тыттарма палăртнă.

ПР ГИБДД ĕçченĕсен даннăйĕсем тăрăх‚ август уйăхĕнче 540 водителе‚ ĕçри должноçри çынна тата çуран çÿрекене Патшалăх автоинспекцийĕ маларах панă штрафсене тÿлеменшĕн яваплăх тыттарма палăртнă.
40-шне административлă йĕркепе арестленĕ‚ йĕрке пăсакан 70 çыннăн штрафĕсене икĕ хут ÿстернĕ‚ 20-шне ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме йышăннă. Ыттисен материалĕсене суд çывăх вăхăтра пăхса тухĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн йĕркене пăснăшăн административлă штрафа тÿлеме йышăну кăларчĕç пулсассăн ăна 60 кун хушшинче тÿлесе татмалла. Енчен те палăртнă вăхăтра штрафа тÿлемесен унăн хисепĕ икĕ хут ÿсĕ. Унсăр пуçне гражданина 15 куна арестлеме тата 50 сехет таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме пултараççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: