Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
4 Сентября 2020, 08:50

Тĕш тырă культурисене 72% çĕр лаптăкĕ çинчен пухса илнĕ

Республикăра тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмĕшле 2 млн та 765 пин тонна пухса илнĕ. Сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне тыр-пул çитĕнтерекенсем мĕнпур лаптăксен 72 процентне пуçтарнă.

Республикăра тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмĕшле 2 млн та 765 пин тонна пухса илнĕ. Сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне тыр-пул çитĕнтерекенсем мĕнпур лаптăксен 72 процентне пуçтарнă. Республикипе илес пулсан‚ вăтам тухăç пĕр гектартан 22‚2 центнерпа танлашать. Аграрисен талăкри ĕç кăтартăвĕ – 63‚3 пин гектар.
Районсене уйрăммăн шута илсен чи пысăк кăтарту Илиш районĕнче. Унта çĕр ĕçченĕсем 162‚4 пин тонна тырă çапса илнĕ. Иккĕмĕш вырăна чекмагушсем тухнă. Вĕсен тухăçĕ 146‚7 пин тоннăпа танлашать. 100 пин тонна ытла çапса илнисен шутне Çтерлĕ районĕ те кĕнĕ. Унти хуçалăхсем 139‚5 пин тонна тĕш тырă пухса илнĕ. Благовар (114‚5 пин тонна)‚ Давлекан (111‚6)‚ Мелеуз (110‚6)‚ Чишма (104‚5)‚ Авăркас (104‚4) тата Кармаскалă (100‚1) районĕсем те 100 пинлĕх кăтарту чиккине иртнĕ.
- Чекмагуш аграрийĕсем уй-хирсенчи тухăçлăхпа çирĕппĕн малта пыраççĕ. Вĕсен кăтартăвĕ - пĕр гектартан 46‚2 центнер. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Илиш (31 центнер) тата Кармаскалăпа Чишма (29‚1 центнер) районĕсем йышăннă‚ - тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас