Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Сентябрӗн 2020, 11:35

Çур çул хушшинче 7 пин «ăслă» электросчетчик вырнаçтарнă

Пушкăртстанра 2020 çулăн пĕрремĕш çурринче электроэнергине шута илекен 7 пин ытла «ăслă» прибор вырнаçтарнă. Вĕсенчен 5 пинĕшĕ çĕнĕ абонентсем шутланаççĕ.

Пушкăртстанра 2020 çулăн пĕрремĕш çурринче электроэнергине шута илекен 7 пин ытла «ăслă» прибор вырнаçтарнă. Вĕсенчен 5 пинĕшĕ çĕнĕ абонентсем шутланаççĕ.
«Ăслă» счетчиксем карулăх (напряжение) шайĕ улшăннине палăртма тата электроэнерги пахалăхне тимлесе тăма пулăшаççĕ. Абонентсем кăтартусене онлайн мелĕпе курма‚ вĕсене учет приборĕ çинче тĕрĕслеме пултараççĕ. Çав вăхăтрах электроэнергипе усă курнăшăн вăхăтлă тÿлемесен интеллектуаллă система дистанциллĕ майпа çутă пама пăрахать. Унсăр пуçне çĕнĕ система электросетьсемпе ирĕк памасăр çыхăннисен факчĕсене пăхса тухмалли вăхăта кĕскетет.
Пушкăртстанра юлашки 9 çул хушшинче энергине шута илекен 300 пин ытла «ăслă» прибора хута янă. Çăмăллăх категорийĕпе çĕнĕрен усă куракансем валли (15 киловатта çитиччен) 45 пин прибор вырнаçтарса лартнă. Даннăйсемпе ĕçлеме майлăрах пултăр тесе абонентăн web-кабинетне йĕркеленĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: