Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Сентябрӗн 2020, 19:45

Владимир Путин Олег Николаевпа тĕл пулнă

Ĕнер, август уйăхĕн 3-мĕшĕнче,Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаевпа видеоконференци мелĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Ĕнер, август уйăхĕн 3-мĕшĕнче,Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаевпа видеоконференци мелĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Малтанах регион ертÿçи çĕршыв пуçлăхне кăшăлвирус пандемийĕ вăхăтĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă. Ун хыççăн сывлăх сыхлав сферинче тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Кунта республикăра инфекци тата клиника больницисем тăвасси çинчен сăмах пырать. Владимир Путин çак ыйтупа РФ Правительствипе, Сывлăх сыхлав министерствипе тачă ĕçлемеллине палăртнă. Çавăн пекех видеоконференции вăхăтĕнче экономика ыйтăвĕсене те тишкернĕ. Олег Николаев Чăваш Ен кăçал 1 млн тонна тĕш тырă пухса илме пултарнине пĕлтернĕ. Çакăн пек кăтарту юлашки хут 1992 çулта пулнă иккен. Республикăра ĕçсĕррисен шучĕ пысăк,таса шыв проблеми те пур.
Çитменлĕхсем пирки сăмах хускатнă май президент вĕсем пурăнан пурнăçра яланах пулассине палăртнă, анчах та вĕсене пĕтерме тăрăшмалла тенĕ. Çав вăхăтрах вăл Чăваш Енре тĕп кăтартусемпе лару-тару йĕркеллĕ пулнине асăнса хăварнă.
- Мана мĕн савăнтарать – ку вăл эсир экономикăри позитивлă пулăмсене социаллă инфраструктурăна кĕртме пултарни. Сирĕн 10 пин çынна тухтăрсемпе тивĕçтересси çĕршыври вăтам кăтартуран пысăкрах. Çавăн пекех вăтам шкулсенче пĕр сменăпа пĕлÿ илесси те çÿллĕ шайра. Шкул çулне çитмен ачасем валли ĕçлекен учрежденисен шучĕпе те эсир малта. Çаксем вĕсем пурте позитивлă самантсем.
Эсир регионти проблемăсене асăнтăр. Вĕсене хăвăр çеç татса парас çук. Шыв объекчĕсем, гидротехника сооруженийĕсем, усă курнă шыв юхса тухакан (çав шутра таса марри те)вырăнсем пурте пурнăçра кирлĕ. Ку енĕпе сирĕн Правительствăпа тачă та хастартарах ĕçлемелле.
Эсир хускатнă ыйтусем вĕсем пурте çивĕч. Эпĕ сире пулăшма тăрăшăп. Наци проекчĕсемпе вăхăтлă усă курмалла. Инфраструктурăпа, çул-йĕр тата медицина учрежденисене тăвассипе çыхăннă проектсене хутшăнмалла. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, çак ыйтусемпе эсир çырусем çырса вĕсене пирĕн пата ярса панă. Малашне эпир вĕсене ведомствăсен адресĕпе, Правительствăна çитерĕпĕр. Мускаври ĕçтешĕрсемпе ĕçлĕр. Эпĕ сире ăнăçу сунатăп, - тенĕ РФ Президенчĕ Владимир Путин калаçăва вĕçлене май.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: