Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Сентябрӗн 2020, 18:20

Пушкăртстанра COVID-19-па чирленисен шучĕ 8 пине çитет

ПР Сывлăх сыхлав министерствин официаллă çăлкуçĕсем тăрăх, Пушкăртстанра кăшăлвирус пандемийĕ пуçланнăранпа сентябрь уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне чирленĕ çынсен шучĕ 8 пине çитсе пырать – 7949 çын. Вĕсенчен 31-шне иртнĕ талăкра тупса палăртнă.

Паянхи куна больницăсенче инфекципе чирлекенсен шучĕ 66 çынпа танлашать, улттăшĕ хăйсене йывăр туяççĕ. Амбулатори мелĕпе 749 пациет сипленеççĕ.
- Юлашки талăкра больницăсенчен 27 сывалнă пациента килĕсене янă. Пурĕ сывлăх сыхлав учрежденийĕсенчен, пандеми пуçланнăранпа, 7115 çынна сыватса кăларнă. COVID-19 вируспа чирлесе вилни юлашки талăкра пулман, вилнисен шучĕ çавăн пекех 29-па танлашать. Ÿпке шыçнипе (пневмонимия) чирлекенсем пирки калас пулсан çакна палăртмалла, пурĕ çак диагнозпа талăкра 97 çынна шута илнĕ. Сывалнисене больницăсенчен 89 пациента кăларнă,- тесе пĕлтернĕ сывлăх сыхлав ведомстви.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: