Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Сентябрӗн 2020, 16:55

Транспорт налукне тÿлеменнисен социллă «портретне» хатĕрленĕ

Раççейри федераллă налук службин Пушкăртстанри управленийĕ республикăри уйрăм çынсем пурлăх налукне мĕнле тÿленине пăхса тухса транспорт налукне саплаштарассипе регионта парăма кĕнисен социаллă «портретне» ÿкерсе кăтартнă.

Чи нумай парăма кĕнисем 30-40 çулсенчи çынсем хушшинче ытларах пулни паллăрнă. Ÿсĕмпе пăхас пулсан 20-29 тата 41-50 çултисем пĕрремĕшсенчен сахалрах. Çавăн пекех анализ туни арçынсем (77 %) хĕрарăмсенчен (23 %) ытларах парăма кĕнине кăтартса панă.
Тÿрĕ кăмаллă маррисемпе, парăмлисемпе, налук ведомствин ĕçченĕсем яланах ĕçлеççĕ. Вĕсен шутне Суд приставĕсен федераллă служба управленийĕпе пĕрле ирттерекен ятарлă рейдсем кереççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: