Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Сентябрӗн 2020, 14:55

Çу паракан культурăсене пуçтарма тытăннă

Республикăра уй-хирсенчи тухăçа пухса илесси малалла тăсăлать. Паянхи куна 32 районта çу паракан культурăсене – йĕтĕн, рапс, горчица тата соя – пуçтарма пуçланă.

Республикăра уй-хирсенчи тухăçа пухса илесси малалла тăсăлать. Паянхи куна 32 районта çу паракан культурăсене – йĕтĕн, рапс, горчица тата соя – пуçтарма пуçланă.
Пушкăртстанри Ял хуçалăх консультаци центрĕн кăтартăвĕсем тăрăх, сентябрь уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне 29,3 пин гектар çинчи çу культурисен вăрлăхĕсене çапса илнĕ. Вăтам тухăç 9,9 центнерпа танлашать. Малта пыракансен шутне Абзелил, Авăркас тата Çтерлĕ районĕсенчи аграрисене кĕртмелле. Асăннă тăрăхсенче çу паракан культурăсене 2 пин е ытларах гектар лаптăкĕсем çинчен пухса илнĕ.
ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби çу паракан культурăсенчен чи нумаййи рапса çапса илнине палăртать. Вăл 15,9 пин гектарпа танлашать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: