Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
5 Сентября 2020, 10:55

Çул çинчи пăтăрмахра икĕ çын суранланнă

Пушкăртстанра 19 çулхи ÿсĕр водителĕн айăпне пула икĕ çын больницăна лекнĕ.

Пушкăртстанра 19 çулхи ÿсĕр водителĕн айăпне пула икĕ çын больницăна лекнĕ.
ПР Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцин оперативлă (ÇÇХПИ) хыпарĕ тăрăх, Ермеккей районĕнчи Çĕнĕ Сулли ялĕнче çĕрле пĕр сехетре Октябрьски хулинче пурăнакан 19 сулхи каччăн «Kia Rio» автомобилĕпе «Nissan Tiida» çапăннă. Иккĕмĕш хурçă ут рулĕ умĕнче çак ялти 43 çулхи арçын пулнă. Малтанхи тĕрĕслев тăрăх, Кiа хуçи çул-йĕр правилине пăхăнманни паллă. Унăн пĕр çул çинчен тĕприн çине тухнă чухне килекен автомобиле ирттерсе ямалла пулнă, анчах та вăл çак йĕркене пурнăçламан.
- Çамрăк качча ÿсĕр пулни паллă. Аварие пула Кiа çинчи 32 тата 18 çулхи пассажирсене гопитализацилеме тÿр килнĕ. Пулса иртнĕ ĕçе тишкереççĕ, -тенĕ патшалăх автоинспекцинче.
Иртнĕ талăкра республикăри çулсем çинче 16 авари пулса иртнĕ, вĕсенче 17 çын суранланнă. ÇÇХПИ ĕçченĕсем çул-йĕр правилине пăснăшăн 2900 протокол çырнă, 61 çынна ĕçнĕ пуçпа руль умне ларнăшăн тытса чарнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас