Урал сасси
+24 °С
Облачно
Новости
7 Сентября 2020, 14:50

Октябрь уйăхĕнче Пушкăртстанра пурăнакансене хушма канмалли кунсем кĕтеççĕ

Октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Республика кунне уявланă ятпа Пушкăртстанра пурăнакансен хушма канмалли кун пулĕ.

Октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Республика кунне уявланă ятпа Пушкăртстанра пурăнакансен хушма канмалли кун пулĕ.
Октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕ – Республика кунĕ – Пушкăртстанра канмалли уяв кунĕ шутланать. Кăçал октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕ вырсарни кунпа тĕл килет. Çавна май канмалли кун октябрь уйăхĕн 12-мĕшне куçать.
Апла пулсан, эрнере пилĕк кун ĕçлекенсем октябрь уйăхĕн 10, 11, 12-мĕшĕсенче канĕç.
Октябрь уйăхĕн 9-мĕшĕ - кĕскетнĕ ĕç кунĕ шутланмасть.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас