Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Сентябрӗн 2020, 18:20

Пушкăртстанри виçĕ шкул кăшăлвируса пула «дистанционкăна» куçнă

Республикăри виçĕ шкул кăшăлвирус тупса палăртнине пула дистанци мелне куçнă. Кун пирки ПР правительствин оперативлă ларăвĕнче Пушкăртстан Республикин вĕрентÿпе наука министрĕ Айбулат Хажин пĕлтернĕ.

Республикăри виçĕ шкул кăшăлвирус тупса палăртнине пула дистанци мелне куçнă. Кун пирки ПР правительствин оперативлă ларăвĕнче Пушкăртстан Республикин вĕрентÿпе наука министрĕ Айбулат Хажин пĕлтернĕ.
Ун сăмахĕсем тăрăх, чир ернĕ тĕслĕхсене Ишимбай, Мелеуз, Иглин район шкулĕсенчи аслă классенче вĕренекенсем хушшинче тупса палăртнă.
- Кашни тĕслĕхе алгоритм евĕр пурнăçлатпăр: икĕ сехет хушшинче вырăнти Роспотребнадзора тата больницăна хыпар çитеретпĕр. Эпидемиологи тĕпчевĕ ирттеретпĕр, вăл хутшăннă çынсене тупса палăртатпăр, кирлĕ пулсан дистанци мелне куçаратпăр, - палăртнă Айбулат Хажин.
ПР сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин асăрхаттарнă тăрăх, ун пек тĕслĕхсем пĕрершер çеç тĕл пулаççĕ. Эпидемие хирĕç кĕрешмелли мероприятисем ирттернĕ, инфекцие сарăлма паман.
ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров лару-тăру тата та начартарах пулĕ тес шутланă. Çавăнпа та ĕçтешĕсене лăпланса ларма хушман. Халĕ инкубаци вăхăчĕ иртмен-ха.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: