Пур хыпар та
Новости
7 Сентябрӗн 2020, 19:50

Çул-йĕр ĕçченĕсем çут çанталăка та‚ ачасене те пулăшу кÿнĕ

Авăркас районĕнчи çул-йĕр çинчи юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсем «Çут çанталăка тата ачасене пулăш» ыркăмăллăх акцине хутшăннă.

Авăркас районĕнчи çул-йĕр çинчи юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсем «Çут çанталăка тата ачасене пулăш» ыркăмăллăх акцине хутшăннă. Акци йĕркелÿçи «Башкиравтодвор» АО шутланать. Районта ача çурчĕсем пулман пирки çул-йĕр ĕçченĕсем ял шкулне пулăшнă.
Уçă та ырă кăмăллă çынсем кивĕ хут пуçтарса укçа тунă. Вĕсем çак укçа-тенкĕпе Шланлă ялĕнчи вăтам пĕлÿ паракан шкул валли футболпа баскетбол тата волейбол вылямалли мечĕксем туяннă. Çул-йĕрçĕсем парнесене - спорт инвентарĕсене шкул директорне панă. Пулăшу пысăках мар пулсан та‚ вăл чун-чĕререн тухнă туйăм.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас