Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Сентябрӗн 2020, 13:25

Çул-йĕр инкекĕнче 20 çулхи хĕр вилнĕ

Август уйăхĕн 6-мĕшĕнче‚ ирхине‚ Мияки районĕнче Киргиз-Мияки – Пишпÿлек çулăн 9-мĕш çухрăмĕнче çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ. Аварире 20 çулхи хĕрĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

Август уйăхĕн 6-мĕшĕнче‚ ирхине‚ Мияки районĕнче Киргиз-Мияки – Пишпÿлек çулăн 9-мĕш çухрăмĕнче çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ. Аварире 20 çулхи хĕрĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Volkswagen Tiguan рульне 21 çулхи çамрăк каччă тытса пыни паллă. Темле сăлтава пула иномарка çул айккине çаврăнса ÿкнĕ. Водительсĕр пуçне салонта 20 çулхи çамрăксем‚ хĕрпе каччă‚ пулнă. Хĕр йывăр сурансене пула вырăнтах вилнĕ. Иккĕмĕш пассажира çийĕнчех больницăна ăсатнă.
ПР ГИБДД ĕçченĕсем çывăх вăхăтра çул-йĕр инкекĕн сăлтавне тупса палăртĕç. Малтанхи информаци тăрăх‚ çамрăк водитель çăмăл машина рульне итлеттереймен.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: