Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Сентябрӗн 2020, 19:45

Михаил Ефремова 8 çуллăха ирĕксĕр хăварнă

Июнь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Мускаври çул çинчи аварие пула çын вилнĕшĕн Михаил Ефремов артиста суд 8 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă тесе пĕлтерет ТАСС.

Июнь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Мускаври çул çинчи аварие пула çын вилнĕшĕн Михаил Ефремов артиста суд 8 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă тесе пĕлтерет ТАСС.
Актера суд залĕнчех тытса хупнă. Малашне вăл айăплав срокне пĕрлĕхлĕ (общий) режимлă тĕрмере ирттерĕ.
- Ефремова суд залĕнчех тытса хупмалла. Суд ăна 8 çуллăха пĕрлĕхлĕ колонине ăсатма йышăну тунă,- тенĕ судья приговор вуланă май.
Суд Ефремова обществăран изоляцилемесĕр тÿрленÿ çулĕ çине тăрас çук тесе шутланă. Çавăн пекех вăл актера виçĕ çуллăха водитель удостоверенисĕр хăварнă тата аварире вилнĕ çыннăн аслă ачине 800 пин тенкĕ тÿлемелле тунă.
Ефремов судăн айăплав йышăнăвне лăпкă йышăннă. Вăл конвой хушнине пурнăçласа хăех аллисене тăсса панă та хурал тимĕр тăлă тăхăнтартнă.
Приговор йышăннă чухне суд айăпа кĕнĕ çын хăйĕн айăпне йышăннине тата ăна лайăх енчен характеристика панине шута илнĕ.
Патшалăх айăплавçи (прокурор) актера 11 çула ирĕксĕр хăварма ыйтнă пулнă. Темшĕн Ефремов хайне тĕрмене 8 çула хупаççĕ тесе шутланă, ахăртнех чĕри сиснĕ пулĕ. Суд йышăнăвне тепĕр хут судра пăхса тухма (кассации жалоби пама) никамăн та кăмăл туман - аварире вилнĕ çыннăн тăванĕсем те, актера хÿтĕлекенсем те.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: