Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Сентябрӗн 2020, 13:20

Çÿп-çап турттарнăшăн çĕнĕ тариф

Пушкăртстанра сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă хытă каяшсене илсе тухнăшăн тÿлекен укçа тарифĕ ÿснĕ. Çак кунччен нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем 70 тенкĕ‚ уйрăм çуртсенчисем 35 тенкĕ тÿленĕ.

Пушкăртстанра сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă хытă каяшсене илсе тухнăшăн тÿлекен укçа тарифĕ ÿснĕ. Çак кунччен нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем 70 тенкĕ‚ уйрăм çуртсенчисем 35 тенкĕ тÿленĕ.
Правительствăри оперативлă канашлура хытă каяшсемшĕн тÿлемелли çĕнĕ тарифсене пĕлтернĕ:
- «Спецавтохозяйство» МУП (Ĕпхÿ хули тата унпа юнашар районсем): нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем (НХÇП) – 75 тенкĕ тÿлĕç‚ уйрăм çуртпа пурăнакансем (УÇП) – 76 тенкĕ;
- «Дюртюлимелиоводстрой» ООО (Пушкăртстанăн çурçĕр пайĕ): НХÇП – 96 тенкĕ‚ УÇП – 77 тенкĕ;
- «Экосити» ООО (Пушкăртстатăн кăнтăр енĕ): НХÇП – 94 тенкĕ; УÇП – 96 тенкĕ;
- «Экология-Т» ООО (Пушкăртстанăн хĕвел анăç пайĕ): НХÇП – 95 тенкĕ‚ УÇП – 96 тенкĕ.
ПР Экологи министрĕ Урал Искандаров пĕлтернĕ тăрăх‚ тарифсене ÿстерни каяшсене ушкăнлакан комплекссем туянма‚ вĕсемпе усă куракан объектсене хăпартма май парать. Ĕçсем пурнăçланин пахалăхне «Пушкăртстанри коммуналлă хытă каяшсем» мониторинг урлă тимлеме пулать.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Экологи министерствине аякри районсенчен каяшсене илсе тухнишĕн тÿлемелли укçа-тенкĕ ыйтăвне тепĕр хут пăхса тухма хушнă.
- Пĕрремĕш тарифсем - 70 тата 35 тенкĕ - çĕршывра чи пĕчĕккисем шутланаççĕ. Вĕсене экономика тĕлĕшĕнчен тĕплĕн шутласа çирĕплетмен. Çакă волюнтарист йышăнăвĕ‚ ăна çÿп-çапа илсе тухмалли система йĕркене кĕриччен çеç йышăннă. Малалла каймалла. Мĕншĕн тесен çÿп-çапа илсе тухассипе кăна ĕç вĕçленмест. Мана хумхантаракан ыйту – уйрăм çуртсенче пурăнакансен тарифĕ икĕ хут ÿсни. Аякри ялсенчи çынсем мĕншĕн çакăн чухлĕ укçа-тенкĕ тÿлемелле? Çав вырăнсенче уйăхне пĕрре çеç çÿп-çап илсе тухаççĕ. – тенĕ Радий Хабиров.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: