Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Сентябрӗн 2020, 16:20

Психотерапевтсемпе наркологсен хĕрÿ линийĕ ĕçлĕ

Пушкăртстанра пурăнакансем икĕ чĕлхепе (вырăсла тата пушкăртла) ертсе пыракан психотерапевтсемпе наркологсен, психологсен тÿлевсĕр пулăшăвне илме пултарĕç.

Сентябрь уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче ирхи 11.00 сехетрен пусласа каçхи 20.00 сехетчен «Трезвое село – 2020» республика конкурсĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанра «Хĕрÿ лини» ĕçлĕ. Граждансем республикăн кирек хăш кĕтесĕнчен те карас е стационар телефонĕ урлă 8-800-7000-183 номер çине шăнкăравласа алкоголизмпа, наркоманипе, реабилитаципе, социализаципе тата киревсĕр йăласемпе çыхăннă ыйтусем çине васкавлă психологи пулăшăвĕ илме пултарĕç.
Акцие йĕркелекенсем – Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕ (конгресс) тата ПР Сывлăх сыхлав министерстви. Курултайăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, паллă психологсен, психотерапевтсен тата наркологсен анонимлă, тÿлевсĕр консультацийĕ киревсĕр йăла чăннипех те пуррине ăнланса илме, йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕр тупма, харпăр уйрăм сывату мелĕ суйласа илме пулăшĕ.
«Хĕрÿ лини» специалисчĕсем хăш хулара е районта профессиллĕ пулăшу, хăш патшалăх медицина тата реабилитаци центрĕсенче тÿлевĕр медицина пулăшăвĕ парассине, уйрăм çын клиникисенче епле çăмăллăхсем пуррине пĕлтерç.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: