Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Сентябрӗн 2020, 18:30

Республика йывăç лартассипе рекорд тăвасшăн

Сентябрь уйăхĕнче «Симĕс Пушкăртстан» республика акци шайĕнче 25 пин йывăç хунавĕ лартма палăртаççĕ. Çак хыпара вице-премьер – ПР çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Борис Беляев пĕлтернĕ.

Сентябрь уйăхĕнче «Симĕс Пушкăртстан» республика акци шайĕнче 25 пин йывăç хунавĕ лартма палăртаççĕ. Çак хыпара вице-премьер – ПР çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Борис Беляев пĕлтернĕ.
Асăннă акци сентябрь уйăхĕн 19 тата 26-мĕшĕсенче санитарипе эпидемиологи режимне пăхăнса иртĕ. Шутланă тăрăх‚ унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 91 пин çын хутшăнмалла.
Борис Беляев кăçал «Симĕс Пушкăртстан» акци «Симĕс Раççей» Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен экологи субботникĕпе тÿр килнине те палăртса хăварнă. 2020 çулта çак проекта 67 патшалăх ырласа йышăннă. Субботникпе килĕшÿллĕн Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçне хунисене халалласа çĕршывĕпе миллоншар йывăç лартĕç. «Симĕс Раççей» Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен субботника (массăллă экологи субботникĕ тесе) Гиннесс рекорчĕсен Кĕнекине те кĕртме палăртаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: