Новости
8 Сентября 2020, 13:25

Сахăр кăшманне кăларма тытăннă

Çак кунсенче Пушкăртстан аграрийĕсем сахăр кăшманне кăларма пуçланă.

Çак кунсенче Пушкăртстан аграрийĕсем сахăр кăшманне кăларма пуçланă. «Башкирагроинвест» ООО Чишмапа Кушнаренково районĕсенчи пылак тымара кăларас ĕçе пикеннĕ. Пылак культурăн вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 390 центнерпа танлашать.
Çав вăхăтрах республикăра тĕш тырă культурисемпе пĕрле çу паракан культурăсене те пуçтарса кĕртеççĕ. Регион аграрийĕсем эрне пуçĕ тĕлне 33 пин гектар рапс‚ йĕтĕн‚ горчица тата соя вырса илнĕ. Унсăр пуçне хуçалăхсем 32 пин тонна çу культурисен вăрлăхне çапса пухнă. Вăтам тухăç 9‚7 центнерпа танлашать.
Регионта кĕрхи культурăсем акасси те пырать. Кĕрхи суха ĕçĕсене 333 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче туса ирттернĕ. Çакă планпа палăртнин 66 проценчĕпе тÿр килет тесе пĕлтернĕ Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас