Маларах ветеринарсен професси кунне официаллă йĕркепе çирĕплетмен пулнă. Ăна уявсен календарьне 2014 çулта çеç Раççей ял хуçалăх министрĕн Н.В. Федоров хушăвĕпе кĕртнĕ. Çак куна, август уйăхĕн 31-мĕшне, Кирилл Патриарх Флор тата Лавр çветтуйсене халалласа çирĕплетнĕ. Вĕсем выльăх-чĕрлĕхе сыхласа хăварас‚ вĕсен сывлăхне упрас тĕллевпе нумай ĕç тунă.
Выльăх тухтăрĕсен тĕп ĕçĕ - тĕрлĕ чире вăхăтра тупса палăртасси, ăна хирĕç кĕрешесси. Анчах çак ĕçе тивĕçлĕ пурнăçа кĕртме‚ ветеринари пĕлĕвĕсĕр пуçне‚ хальхи хатĕрсемпе тивĕçтернĕ ветеринари станцийĕ те кирлĕ. Сăмах май‚ выльăх тухтăрĕсен кунĕ умĕн Шаран районĕнчи Паскай ял Канашĕнче çĕнĕ ветеринари участокĕ уçăлнă. Малтанхи станци кивелсе юрăхсăра тухнă пирки выльăх тухтăрĕсем темиçе çул хушши хăйсен килĕсенче йышăннă. Халĕ вара вĕсем валли çĕнĕ участокра пур условисем те йĕркеленĕ. Кунта биопрепаратсемпе медикаментсем‚ инструментсемпе дезинфекци хатĕрĕсене упрамалли холодильникпа шкафсем‚ документ илсе пымалли сĕтелсем пур. Р.Р. Гареев ветеринари участокĕн ертÿçи кунта 19 çул ытла ĕçлет‚ М.М. Гариев ветеринари фельдшерĕ - 5 çул ытла.
Паскай ветеринари участокĕ Паскай ял Канашне‚ çав шутра ултă яла тата вырăнти хуçалăхсене тивĕçтерсе тăрать.
Ирида НОВИКОВА. Шаран районĕ.