Урал сасси
+13 °С
Ясно
Новости
9 Сентября 2020, 08:40

Шкулсенче стоматологи кабинечĕсем уçăлаççĕ

«Сывă кулă» («Здоровая улыбка») модулĕн тĕллевĕсене тивĕçтерсе‚ вăл «Взлетай!» вĕрентÿ проекчĕ шайĕнче пурнăçланать‚ Пушкăртстанри хуласемпе районсенчи шкулсенче 61‚ Ĕпхÿ хула округĕнче 4 стоматологи кабинечĕ уçăлнине пĕлтернĕ ПР сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин.

Мĕнпур шкулсенчи стоматологи кабинечĕсенче шăл чирĕсене тупса палăртассипе тата вĕсене сиплессипе çыхăннă мероприятисене (санация) йĕркеленĕ. Планпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ мероприятисем вăхăтлă пурнăçа кĕреççĕ. Вĕсем пирки шкул директорĕсемпе калаçса килĕшнĕ. Мероприятисен шутне стоматолог пăхса тухни‚ çăвар ăшне сиплени‚ массăллă профилактика мероприятийĕсем тата санитарипе çут ĕç ĕçĕсем кĕреççĕ.
Шкулсенче стоматологи кабинечĕсем стоматолог пулăшăвĕпе усă курма май параççĕ‚ пациентсене кирлĕ пек схема маршрутне суйласа илме пулăшаççĕ. Унсăр пуçне вĕсенче ачасене вĕренÿрен уйăрмасăр стоматологипе çыхăннă ыйтусене‚ вĕрентекенсемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе çыхăнура тăрса‚ татса пама пулать. Стоматологи кабинечĕсенче ĕçлекенсем кашни шкул ачин сывлăхне тĕрĕслеме пултараççĕ.
Кăçал 1 кварталта 11 047 (22‚3%) шкул ачине стоматолог пăхса тухнă. Вĕсен шутĕнчен 6840 (62‚0%) ачан шăлĕсене сиплемелле‚ 2657 (24‚0%) ача маларах шăлне сипленĕ‚ 1550 (14‚0%) вĕренекен сиенленмен‚ анчах пĕр-пĕр процеса хутшăннă пулнă. Пĕтĕмĕшле 2723 шкул ачин шăлне сипленĕ‚ çакă стоматолог пулăшăвĕ кирлисен 39‚8 проценчĕпе танлашать.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Читайте нас