Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Сентябрӗн 2020, 13:32

Тухăç 4 млн тонна урлă каçĕ

Кăçалхи çул республикăри тыр-пул тухăçĕ ытти çулхисемпе пăхсан чылай пысăкрах пулмалла. Вырма вĕçленнĕ тĕле вăл 4 млн тонна урлă каçма пултарать тесе пĕлтернĕ вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов оперативлă канашлура.

Кăçалхи çул республикăри тыр-пул тухăçĕ ытти çулхисемпе пăхсан чылай пысăкрах пулмалла. Вырма вĕçленнĕ тĕле вăл 4 млн тонна урлă каçма пултарать тесе пĕлтернĕ вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов оперативлă канашлура. Хальхи вăхăтра тĕш тырăн мĕнпур лаптăкĕн 80% пухса илнĕ, ку вăл 1 млн та 415 гектар пулать. Вырма хăвăртлăхĕ те Раççейри вăтам кăтартусенчен кая мар. Çĕршывра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 72,2 % (34,6 млн га) пухса илнĕ, 105,6 млн тоннăпа танлашать.
- Регионти аграрисем пурĕ 3 млн та 198 пин тонна тырă çапса илнĕ. Вăтам тухăç гектартан 22,6 ц танлашать, иртнĕ çулхинчен 2,9 ц нумайрах. Иртнĕ эрнере пухса илнĕ тырă виçи 1 млн та 16 пин тонна (мĕнпур тухăçăн 30%) ÿснĕ. Çакă 478 пин гектар çинче çапса илнĕ тырăпа тÿр килет (мĕнпур лаптăкăн 34%), - палăртнă Ильшат Фазрахманов.
Уйрăм районсем тăрăх пăхас пулсан малта - Илиш (167 пин тонна), Чекмагуш (159 пин тонна), Çтерлĕ (155 пин тонна) районĕсем.
Юрий МИХАЙЛОВ.

Читайте нас: