Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Сентябрӗн 2020, 15:00

Çĕнĕ спорт комплексне хута янă

Элшей районĕнчи Раевка салинче бассейнлă физкультурăпа сывлăха лайăхлатакан комплекс уçăлнă. Асăннă объекта 2018 çулхи кĕркунне республикăри адреслă инвестици программипе килĕшÿллĕн хăпартма тытăннă. Унăн хакĕ 150 млн тенкĕпе танлашать.

Комплексăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 3 пин тăваткал метр йышанать. Çурт ăшĕнче тăватă çултан тăракан бассейăн (кашнийĕ 25 метр тăрăшшĕ), спорт залĕ, тренерсен, хывăнса тăхăнмалли тата хушма пулĕмсем вырнаçнă.
Çĕнĕ физкультурăпа сывлăха лайахлатакан комплекса пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçма хĕн категорине кĕрекен граждансем те çÿреме пултараççĕ. Вĕсем валли бассейнра гидравлика мелĕпе хăпартмалли хатĕр, çурта кĕрсе тухма пандуссем вырнаçтарнă.
Раевкăра пĕрремĕш çакăн евĕр объекта 2005 çулта хăпартнă пулнă, анчах та унта бассейн çук. Хальхи вăхăтра, 15 çул каялла тунă спорт çуртĕнче, вырăнти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем ăсталăха ÿстереççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: