Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Сентябрӗн 2020, 17:10

Пушкăртстанра вăрман пушарĕсем тухас хăрушлăх пысăк

Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин республикăри управлени пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстанра вăрман пушарĕсем тухас хăрушлăх сыхланать.

Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин республикăри управлени пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстанра вăрман пушарĕсем тухас хăрушлăх сыхланать.
Хăтаруçăсен информацийĕпе килĕшÿллĕн юлашки талăк хушшинче Пушкăртстан территорийĕнче çут çанталăк пушарĕ тухнине шута илмен. Сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Зианчурапа Зилаир районĕсенче 2 вăрман пушарне сÿнтернĕ. Вут-çулăм 25 гектар çĕр лаптăкĕ çинчи йывăç-курăка сиен кÿнĕ.
Инкеклĕ лару-тăру министерстви паянхи кун тĕлне регионта çунакан вăрмансем çуккине палăртса хăварнă. Сентябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Хайбулла районĕнче вут-çулăм алхасас хăрушлăх - малтанхи пекех V класс – сыхланать. IVкласлă пушар тухас хăрушлăх республикăн 19 муниципалитетĕнче палăрса тăрать. Вĕсен шутĕнче - Абзелилпа Архангельск‚ Аскинпа Баймак‚ Белокатайпа Белорецк‚ Бирскпа Бурзян‚ Дуванпа Зилаир‚ Иглинпа Караидель‚ Кугарчăпа Кушнаренково‚ Çтерлĕпе Туймазă‚ Учалăпа Янаул районĕсем тата Ĕпхÿ хула округĕ.
2020 çулта Пушкăртстанра пĕтĕмпе 4202 гектар çинче 133 вăрман пушарĕ тухнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан‚ кăтарту 2042 гектара нумайрах килсе тухать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: