Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Сентябрӗн 2020, 17:10

Пушкăртстанри 106 учитель хушма тÿлеве тивĕçĕç

Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн результачĕсем тăрăх 100 балл пухнă шкул ачисене хатĕрленĕ Пушкăртстанри вĕрентекенсене хушма тÿлев парса хавхалантарĕç. Ун валли пурĕ 5,3 млн тенкĕ укçа уйăрнă.

Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн результачĕсем тăрăх 100 балл пухнă шкул ачисене хатĕрленĕ Пушкăртстанри вĕрентекенсене хушма тÿлев парса хавхалантарĕç. Ун валли пурĕ 5,3 млн тенкĕ укçа уйăрнă.
100 балл пухнă вĕрентекенсене хатĕрленĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи учительсене укçа тÿлесси çинчен калакан указа кăçалхи апрель уйăхĕнче Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пуснă. Преми виçи, миçе ача хатĕрленине шута илмесĕр, 50 пинпе танлашать.
«Башинформ» пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра 17,9 пин вĕренекен ППЭ тытнă. Пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменне 94% ача килнĕ. Апла пулсан, 11 класри 6% ача çеç экзамен тĕрĕслевĕ витĕр иртмен. Экзаменра 100 балл илнисен шучĕ кăçал 127 çитнĕ. Çав шутран химипе 35, вырăс чĕлхипе 25, информатикăпа тата физикăпа 20-шер ача 100 балл илме тивĕçнĕ
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: