Республикăри сывлăх сыхлавĕ шайĕнче ĕçлекенсен профсоюзĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ Пелепейĕнчи тĕп район больницинче вăй хуракан 68 медицина ĕçченĕ‚ COVID-19 инфекципе чирленĕскерсем‚ Социаллă страхлав фондĕнчен страхлав тÿлевĕсене илнĕ. Асăннă больница кăшăлвирус инфекцийĕнчен сиен курнипе республикипе иккĕмĕш вырăн йышăнать.
Унсăр пуçне 13 медицина ĕçченĕ - профсоюз членĕсем йывăр чирлесе госпитальте выртнăскерсем – Профсоюзăн республика комитетĕнчен санаторипе сывлăха сиплемелли сертификатсене илме тивĕçнĕ.
Пелепейĕнчи тĕп район больницин малтанхи организацин председателĕ Ольга Крутова каласа панă тăрăх‚ асăннă сертификатсене апрель-май уйăхĕн пуçламăшĕнче чирленисене çеç панă. Килте е ура çинче чирлесе ирттернисем вара «айккинче» тăрса юлнă. Çав вăхăтрах вĕсем ĕçре чирленине‚ сипленме чылай укçа-тенкĕ тăкакланине шута илсе 3000 тенкĕ пама тунă.
Пĕтĕмĕшле Пушкăртстанра сывлăх сыхлавĕ шайĕнче тăрăшакан 900 ытла медицина ĕçченĕ кăшăлвируспа чирленĕ.