Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Сентябрӗн 2020, 17:46

Малта - «Пĕрлĕхлĕ Раççей»

Сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Раççейре пĕрлĕхлĕ сасăлав кунĕ иртрĕ. Суйлава Раççей Федерацийĕн 83 субъектĕнче (Санкт-Петербургпа Кабардино-Балкарисĕр пуçне) пурăнакансем хутшăннă. Çирĕм регионта губернаторсене, 11-ĕшĕнче вырăнти парламентсен депутачĕсене суйланă. Курск, Ярослав, Пенза облаçĕсемпе Тутарстан Республикинче Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн хушма депутачĕсене суйланă.

ПР Тĕп суйлав комиссийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Пушкăртстанра сасăлакансен списокне кĕртнисен 52% сасăланă. Яланхи пекех ял тăрăхĕнче пурăнакансем хастарлăхне (64,42%) кăтартнă. Хуласенче çак кăтарту 31, 39% танлашать.
Малта - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕ. Вăл 70,21% сасă пуçтарнă. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче – КПРФ (4,42%) тата ЛДПР (2,93%). «Симĕссисен» - 1,79%, «Раççей патриочĕсен» - 1,73%, «Справедливая Россия» - 1,67%, «Рост партийĕ» - 1,19%, «Раççейри пенсионерсемпе социаллă тĕрĕслĕхшĕн парти» -1,13%, «Гражданла платформа» - 0,6%, «Яблоко» - 0,06%. Хăйсене хайсем кандидат пулма сĕннисем 14,27% сасă пуçтарнă. ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн хушма депутачĕсенчен те «власть партийĕн» представителĕсем – Салават Хусаинов (Ĕпхÿ хулин пĕрремĕш вице-мерĕ пулнă) тата Флюр Уразметов (Чишма район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă) – çĕнтернĕ. Пĕрремĕшĕн - 70% яхăн, иккĕмĕшĕн - 65,5% сасă.
Çакна та палăртса хăвармалла, хăш-пĕр муниципалитетсенче альтернативăсăр суйлав иртнĕ. 32 суйлав округĕнчен пĕрер кандидат тăратнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: