Новости
15 Сентябрӗн 2020, 07:20

АПК экспорт калăпăшĕ самаях ÿснĕ

Кăçалхи сакăр уйăх хушшинче Пушкăртстан АПК продукцине 100 млн долларлăх экспорта янă. Регионти Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ çакă иртнĕ çулхи январь-август уйăхĕсен кăтартăвĕсемпе танлаштарсан‚ 40 млн доллара нумайрах.

«Пушкăртстанăн АПК продукцийĕн экспорчĕ» регион проекчĕн 2020 çулхи тĕллевлĕ индикаторĕ 115 млн доллар çинче çирĕпленнĕ тесе палăртнă ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-секретарĕ Алмаз Галимов. Иртнĕ çул АПК продукцийĕн экспорт калăпăшĕ 112 млн долларпа танлашнă.
2024 çул тĕлне Пушкăртстанри агропромышленность комплексĕн продукцийĕн экспортне 230 млн доллара çитерме палăртаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас