Урал сасси
+13 °С
Ясно
Новости
15 Сентября 2020, 09:10

Пушкăртстанра «IX Цветаева кăвайчĕ» литература фестивалĕ иртĕ

«IX Цветаева кăвайчĕ» литература фестивалĕ 2020 çулхи сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Усень-Ивановское ялĕнче иртĕ. Унта кăмăл тăвакансем хутшăнма пултараççĕ.

«IX Цветаева кăвайчĕ» литература фестивалĕ 2020 çулхи сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Усень-Ивановское ялĕнче иртĕ. Унта кăмăл тăвакансем хутшăнма пултараççĕ.
Мероприяти 12.00 сехетре Марина Цветаева палăкĕ умне чечексем хунинчен пуçланĕ. Унтан делегаци Хĕр çăлкуçĕ (Девичий ключ) патне çул тытĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх уяв хăнисем пилеш йывăççи лартĕç. Кăнтăрлахи 13.00 сехетре вара Цветаева кăвайтне чаплă лару-тăрура чĕртсе ярĕç. Каярах фестиваль хăнисемпе участникĕсем «ирĕклĕ микрофонпа» сăвă вулĕç.
Литература уявĕн хăйĕн йăли-йĕркисем пур. Вучаха упракан фестиваль йĕркелÿçисенчен пĕри Любовь Иванова кашни çул Марина Цветаевана çĕнĕ сăвă халаллать. Çулсерен йĕркелÿçĕсем иртнĕ çулхи кăвайтăн кăмрăкне салатаççĕ‚ сăвă вулакансем кăвайт çийĕнчен пит шăлли çÿлелле ывăтса илеççĕ‚ хăнасем панулмирен пĕçернĕ кукăльпе чей ĕçеççĕ‚ хупăлла улма пĕçереççĕ.
Асăннă фестиваль поэт Пушкăртстанра пулнă тапхăра çĕнĕлле пăхса илме май парать. Шăп та лăп‚ Усень-Ивановское ялĕнче 1911 çулхине Марина Цветаева пулас мăшăрĕпе Сергей Эфронпа каннă.
Цветаева кăвайчĕ Пелепей çĕрĕ çинче 2012 çулта вăй илнĕ. Иртнĕ çулсенче хăнасен шутĕнче «Моя провинция» Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен журналистсен фестивалĕн çĕнтерÿçисем - Мускавпа Кострома‚ Борисоглебскпа Волгореченск тата Волгодонск хулисенче пурăнакансем - пулнă.
Мероприяти йĕркелÿçисем - ПР Культура министерствипе ПР халăхсен Туслăх çурчĕ‚ М.Цветаева ячĕллĕ историпе культура центрĕ тата Пелепей район администрацийĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас