Новости
15 Сентябрӗн 2020, 09:15

Çуннă çуртра арçын ÿтне тупнă

Инкеклĕ ĕçсен министерствин кризисла управленин центрне сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче каçхине Туймазă районĕнчи Каран-Бишинды ялĕнче çурт çунни çинчен хыпар çитнĕ.

Инкеклĕ ĕçсен министерствин кризисла управленин центрне сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче каçхине Туймазă районĕнчи Каран-Бишинды ялĕнче çурт çунни çинчен хыпар çитнĕ. Пĕрремĕш пушар уйрăмĕ килсе çитнĕ çĕре çурта вут-çулăм çавăрса илнĕ.
ПР Инкеклĕ ĕçсен министерствин пресс-службин даннăйĕсем тăрăх‚ çурт тĕпĕ-йĕрĕпе кĕле çаврăннă. Пушар ĕçченĕсем çунса кайнă çуртра арçын ÿтне тупнă. Вăл унта вăхăтлăха пурăнни паллă.
Паянхи кун Раççейĕн Инкеклĕ лару-тăру министерстви тата следствипе оперативлă ушкăн пушар сăлтавне уçăмлатассипе тĕрĕслевсем ирттереççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас