Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Сентябрӗн 2020, 18:05

Владимир Путин Белорусси Президенчĕпе Александр Лукашенкăпа тĕл пулнă

Сентябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Сочи хулинче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Бочаров ручей резиденцийĕнче Раççее ĕçлĕ çул çÿревпе килнĕ Белорусси Президенчĕпе Александр Лукашенкăпа тĕл пулнă. Раççей Президенчĕ Александр Лукашенкăна суйлавра çĕнтернĕ ятпа саламланă хыççăн патшалăх ертÿçисем икĕ енлĕ ĕçлĕ хутшăнусене аталантарасси, çĕршывсен союзла хутшăнăвĕсем, пурнăçра тĕл пулакан пăтăрмахсене пĕрле татса парасси пирки калаçнă.

РФ Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков сăмахĕсем тăрăх, калаçу ăшă лару-тăрура, икĕ еншĕн те усăллă иртнĕ. Вăл тăватă сехет пынă.
Тĕл пулăва пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: Раççей Белоруссине 1,5 млрд доллар кредит парать. Укçан пĕр пайне кивĕ парăмсене татнă çĕре ярĕç. Президентăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков çирĕплетнĕ тăрăх, çак утăм çĕршывăн шалти ĕçĕсене хутшăннине пĕлтермест, ку - тăванла патшалăха пулăшни çеç. Владимир Путин Александр Григорьевич конституци реформине ирттерме шутланине ыралнă, анчах унăн ĕçне Мускав та, ытти Европа çĕршывĕ те хутшăнмалла мар. Раççей А. Лукашенкăна Белоруссин саккунпа килĕшÿллĕ президенчĕ тесе шутлать. Дмитрий Песков сăмахĕсем тăрăх, Раççей хăйне пулăшакансене çеç мар, хирĕç пыракансене те тăванла халăх тесе шутлать. В. Путинпа А. Лукашенко икĕ çĕршыв хушшинчи транспорт çул-йĕрне юсаса çĕнетме хушу парĕç. Часах министрсен тĕл пулăвĕ иртĕ. Владимир Путин Белорусси валли пĕр парти кăшăлвирус вакцине хатĕрлеме хушу панă. Çавăн пекех В. Путинпа А. Лукашенко энергоносительсемпе (кăмрăк, нефть) тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Унсăр пуçне Раççейпе Белорусси регионсем форумне хатĕрленес ĕçе малалла тăсаççĕ. Çывăх вăхăтра регионсен уйрăм ертÿçисен хушшинче тĕл пулу иртĕ. Президентсем правительствăсем хушшинчи комиссисен тата отрасль предприятийĕсен ĕçне лайăхлатма калаçса татăлнă. Белоруссинче Раççей çар бази вырнаçтарасси пирки сăмах пулман.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: