Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Сентябрӗн 2020, 12:50

Вут-çулăм хыпнă çуртран 29 çынна кăларнă

Инкеклĕ ĕçсен министерствин (МЧС) кризисла управленин центрне сентябрь уйăхĕн14-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи Комсомольская урамĕнчи çуртра пушар пуçланни çинчен хыпар çитнĕ. МЧС çыннисем ытти васкавлă службăсене нумай хутлă, тăватă подьездлă пурăнмалли çуртăн иккĕмĕш хутĕнче икĕ пÿлĕмлĕ хваттер çуннине пĕлтернĕ.

Çунакан çуртран 29 çынна кăларнă, çав шутра 7 ача тата тăнне çухатнă хваттер хуçи те. Васкавлă пулăшу ĕçченĕсем хĕрарăма вилĕмрен çăлса хăварнă, больницăна ăсатнă.
Ведомство пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, пушар 3х4 метрлă пÿлĕмре пуçланнă, унти пĕтĕм пурлăх вут-çулăмпа сиенленнĕ. Инкек вутпа хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр усă курнăран тухма пултарнă. Тĕп сăлтавне Раççей МЧС дознавателĕсем уçăмлатĕç.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: