Пушкăртстанри Октябрьский хула çынни 12 çул çирĕп режимлă колонире ирттерĕ. Вырăнти суд 35 çулхи арçынна уйрăмах пысăк виçепе наркотиксем салатнăшăн, ăна сутма валли хатĕрленĕшĕн тата пытарса усранăшăн айăпланă. Саккуна хирĕçле ĕçе арçын пĕр уйăх çеç - кăçалхи март апрель уйăхĕсенче - пурнăçласа ĕлкĕрнĕ. Сиенлĕ хутăша вăл палламан çынсенчен туяннă. Çуррине Пелепей хулинче пурăнакан хĕрарăма сутнă, ыттине подъездсенчи вăрттăн вырăнсене хурса тухнă. Çакăн пек самантсенчен пĕринче ăна полицейскисем тытса чарнă. Республика прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.
Надежда РОДИОНОВА.