Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Сентябрӗн 2020, 17:35

Пушкăртстанра 20 çын кăмпа çисе наркăмăшланнă

Республикăра 2020 çулхи сакăр уйăх хушшинче 20 çын кăмпа çисе наркăмăшланнă. Çак даннăйсене Пушкăртстанри Роспотребнадзор уйрăмĕ пичетлесе кăларнă.

Республикăра 2020 çулхи сакăр уйăх хушшинче 20 çын кăмпа çисе наркăмăшланнă. Çак даннăйсене Пушкăртстанри Роспотребнадзор уйрăмĕ пичетлесе кăларнă.
Наркăмăшлă кăмпасене граждансем хăйсем тĕллĕн вăрманта пуçтарнă‚ вĕсене килĕсенчех пĕçернĕ.
Ведомство информацийĕ тăрăх‚ регионта кăмпа çисе вилнисем пулман. Кăмпапа наркăмăшланни ытти апат-çимĕçпе наркăмăшланнинчен йывăртарах иртет.Уйрăмах вăл ачасемпе ватă çынсемшĕн хăрушă.
Маларах Роспотребнадзор тăратнă статистикăпа килĕшÿллĕн республикăра 2020 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче апат-çимĕçпе наркăмăшланнин 11 тĕслĕхне шута илнĕ. Вĕсенчен 10-шĕ – кăмпапа.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: