Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Сентябрӗн 2020, 14:25

Тăван мар ашшĕне çĕçĕпе чикнĕ

Пушкăртстанри Ишимбай районĕнчи полици уйрăмне медицина ĕçченĕсем хыпар çитернĕ. Тухтăрсем пĕлтернĕ тăрăх‚ медицина учрежденине 58 çулхи арçынна илсе килнĕ. Ăна хырăмĕнчен çĕçĕпе чикнĕ.

Пушкăртстанри Ишимбай районĕнчи полици уйрăмне медицина ĕçченĕсем хыпар çитернĕ. Тухтăрсем пĕлтернĕ тăрăх‚ медицина учрежденине 58 çулхи арçынна илсе килнĕ. Ăна хырăмĕнчен çĕçĕпе чикнĕ.
Йĕрке хуралçисем полици уйрăмне айăпланакана – инкек курнă çыннăн 44 çулхи тăван мар ывăлне – илсе çитренĕ. Арçын маларах та темиçе хутчен уголовлă майпа явап тытнă пулнă.
ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-службин даннăйĕсем тăрăх‚ тăвансем хушшинче хирĕçÿ тухнă. 44 çулхи арçын самаях хĕрĕнкĕ пулнăскер аçа çурине ÿпкеленĕ. Айăпланакан сăмахĕсем тăрăх‚ тăван мар ашшĕ унăн амăшне кÿрентернĕ. Хирĕçÿ тăван мар ывăлĕ аçа çурине хырăмĕнчен çĕçĕпе чикнипе вĕçленнĕ. Унтан çамрăк арçын васкавлă пулăшу чĕнтернĕ. Халĕ инкек курнă арçын больницăра выртать.
Айăпланакан хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Ăна хирĕç çын сывлăхне сиен кÿнĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: