РФ Президенчĕ Владимир Путин Раççей хăрушсăрлăх Канашĕн председательне Дмитрий Медведева «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсемшĕн» III степень орденĕпе наградăланă. Асăннă указа право информацийĕн интернет-порталĕнче сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче пичетленĕ. Д. Медведева Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн награда парса чысланă. Сентябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче вăл 55 çул тултарнă. «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсемшĕн» орден чи пысăк патшалăх наградисенчен пĕри шутланать.
Август уйăхĕн 29-мĕшĕнче патшалăх пуçлăхĕ Раççей дизайнерне тата блогерне Артемий Лебедева Раççей интернет сетьне аталантарнăшăн «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсемшĕн» II степень орден медалĕпе наградăланă. Маларах В.Путин АПШăн 17 гражданне Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче Çурçĕр конвоя хутшăннăшăн Ушаков медалĕпе чысланă.
2015 çулта В.Путин ун чухне премьер-министр должноçне йышăннă Д. Медведева «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсемшĕн» орденпа наградăланă. Д,А. Медведев темиçе хутчен Федераллă Пухăва çырнă çырăва хатĕрлеме пулăшнăшăн президентран Тав çырăвĕ илме тивĕçнĕ. 2008 çулта ăна А.М. Горчаковăн асăнмалăх медальĕпе чысланă.