Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
18 Сентября 2020, 14:45

Ачасене турттаракан автобус çул-йĕр инкекне лекнĕ

Пушкăртстанри Кушнаренково районĕнче сентябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче 13.00 сехетре Мускав-Ĕпхÿ федераллă трасса çинчи 1289-мĕш çухрăмра шкул автобусĕ аварие лекнĕ.

Пушкăртстанри Кушнаренково районĕнче сентябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче 13.00 сехетре Мускав-Ĕпхÿ федераллă трасса çинчи 1289-мĕш çухрăмра шкул автобусĕ аварие лекнĕ.
ПР ГИБДД пресс-служби маларах пĕлтернĕ даннăйсем тăрăх‚ трасса çинче Scania çăк турттаракан фургонпа (унăн рулĕ умĕнче 54 çулхи Ĕпхÿ çынни ларнă) çула майлă пыракан шкул автобусĕ (унăн рульне вырăнти 58 çулхи арçын тытса пынă) çапăннă. Машинăсем пĕр-пĕринпе çапăннă хыççăн‚ автобус çулăн сулахай енне тухса кайнă‚ электричество юпине пырса çапăннă.
Асăннă çул-йĕр инкекĕнче шкул ачисемпе çÿрекен 27 çулхи хĕрарăм аманнă. Автобус салонĕнче сакăр ача пулни паллă. Телее‚ вĕсенчен пĕри те суранланман.
ГИБДД ĕçченĕсем авари сăлтавне уçăмлатса парассипе ĕçлеççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас