Киги районĕнчи район центрĕн паркне çĕнетессипе çыхăннă ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Ăна «Çурт-йĕрпе хула хутлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче çĕнетеççĕ. Юсав ĕçĕсене ирттерме 8‚5 млн тенкĕ уйăрнă. Район администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ парка 2000 çулта‚ Пушкăртстан Раççейпе пĕрлешнĕренпе 450 çул çитнине халалласа уçнă. Анчах укçа-тенкĕ çитменнипе ăна тивĕçлипех тирпей-илем кĕртмен пулнă. Çитменнине виçĕ çул каялла унăн лаптăкне икĕ хут пĕчĕклетнĕ. Парк çĕнĕ микрорайон центрĕнче вырнаçнă. Вăл вырăнти халăх канма юратнă вырăнсенчен пĕри шутланать.
Çитес вăхăтра унта хÿме‚ ача-пăча тата спорт‚ çав шутра уçă сывлăшра гимнастика ирттермелли лапамсем пулĕç. Лапамсене тренажерсемпе тивĕçтерĕç. Çавăн пекех паркра транспорт тăраткăчĕ тăвĕç‚ туалетсемпе çÿп-çап пăрахмали контейнерсем вырнаçтарĕç. Пушкăртстанри Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ юсав ĕçĕсене çак сезонра вĕçлемелле.