Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Сентябрӗн 2020, 13:10

Хĕрĕ çунакан амăшне сÿнтерме пулăшнă

Белорецк хулинчи районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ 40 çулхи арçынна хирĕç «Хаяррăн вĕлерме хăтланни» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.

Белорецк хулинчи районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ 40 çулхи арçынна хирĕç «Хаяррăн вĕлерме хăтланни» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.
Республикăри Тĕпчев комитечĕн пресс-службин даннăйĕсем тăрăх‚ сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче хĕрĕнкĕ арçынпа унăн 66 çулхи хунямăшĕ хушшинче йăлари хирĕçÿ тухнă. Кĕрÿшĕ кинемее бензин сапса чĕртсе янă. Амăшĕ çуннине курсан хĕрĕ сÿнтерме пулăшнă‚ васкавлă пулăшу чĕнтернĕ. Кинемее Белорецк хулинчи тĕп район больницине илсе кайнă. Унăн пичĕпе ÿчĕн тĕрлĕ пайĕсем çулăмпа çуннă. Çавна пула инкек куракан реанимаци уйрăмĕнче выртать.
Айăпланакана ярса тытнă. Паянхи кун арçынна уголовлă явап тыттарассипе çыхăннă ыйтăва татса параççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: