Пушкăртстанра социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен (шкулсемпе ача сачĕсем тата больницăсем) 99‚9% ăшăпа тивĕçтернĕ. Анчах хĕш-пĕр районсенче кăлтăксем сиксе тухнă. Сăмахран‚ Бакалă районĕнче пĕр объекта ăшă çитмен. Мĕншĕн тесен унта котельнăйĕнче насос хатĕрĕ çунса кайнă. Янаул районĕнчи тĕп район больницинче капиталлă юсав ĕçĕсем пынипе ăна ăшăпа вăхăтлă тивĕçтереймен. Ĕпхÿ районĕнче те çакăн пек объект тупăннă. Унта ăшă паракан пăрăхсене улăштараççĕ‚ ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Çак хыпара ПР Правительствинче иртнĕ оперативлă канашлура çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Борис Беляев пĕлтернĕ.