Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Сентябрӗн 2020, 19:45

Аксаков уявĕн программи паллă

Сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен республикăри муниципалитетсенче Халăхсен хушшинчи ХХХ-мĕш Аксаков уявĕн витĕмĕпе мероприятисем иртĕç. Ăна Ĕпхÿ хулин пĕрремĕш кĕпĕрнаттарĕ Георгий Сергеевич Аксаков çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă.

Сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен республикăри муниципалитетсенче Халăхсен хушшинчи ХХХ-мĕш Аксаков уявĕн витĕмĕпе мероприятисем иртĕç. Ăна Ĕпхÿ хулин пĕрремĕш кĕпĕрнаттарĕ Георгий Сергеевич Аксаков çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă.
Сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Кармаскалă ялĕн Ленин площадĕнче «Аксаковские сказки» театрализациленĕ концерт иртĕ, халăх ăстисен ярмарка-выставкине йĕркелĕç. Ĕпхÿри юханшыв училищинче 11 сехетре Аксаковăн чыс урокĕ иртĕ.
Çав кунах Ĕпхÿ районĕн Зубово ялĕн тĕп площадĕнче фольклор уявĕ пуçланать. ПР Халăхсен туслăх çурчĕ - «Хĕрлĕ Çыр» («Красный Яр») вырăс историпе культура центрĕ «Хĕрлĕ çырта эпир пулнă» («В Красном Яре были мы») республикăри авалхи вырăс юррин фестивалĕн лауреачĕсене саламлĕç. Фестиваль маларах май уйăхĕн 18- 29-мĕшĕсенче иртнĕ.
Сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче 11 сехетре Пелепей районĕн Надеждино ялĕнче историпе культура центрĕнче мероприятисем иртĕç. Пушкăртстанра иртнĕ Аксаков кунĕсене сăнлакан «Аксаков уявĕсен вĕçе-вĕçлĕхĕ» («Хронология Аксаковских праздников») фотокурав йĕркелĕç. Пĕрремĕш сăн ÿкерчĕксем 1991 çулта пуçласа ирттернĕ Аксаков уявĕпе çыхăннă. С. Т. Аксаковăн мемориаллă музей-çурчĕ хатĕрленĕ «Григорий Сергеевич Аксаков – виçĕ Раççей империйĕн кĕпĕрнаттарĕ» куравĕ те пулĕ. Ремесласен çуртĕнче ачасем валли «Настенькăпа çул çÿрев» экскурси ирттерĕç. Ачасем С. Т. Аксаков халапĕн тĕп сăнарĕпе, Настенькăпа, паллашма çеç мар, кĕрен чечеке (аленький цветочек) хăйсен аллипе ăсталама пултарĕç.
Пушкăрт оперăпа балет театрĕнче С. Т. Аксаков халапĕ тăрăх Владимир Купцовăн «Кĕрен чечек» асамлă балетне курма пулĕ.
Сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ĕпхÿ хула канашĕн администрацинче Аксаков премин çĕнтерÿçисене саламлĕç.
Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче 11№ Аксаков гимназинче йăлана кĕнĕ Аксаков урокĕ иртĕ. Пушкин аллейинчи Аксаков халăх çурчĕ (Оперăпа балет театрĕ) çумĕнчи С. Т. Аксаковпа А. С. Пушкин палăкĕсем патне чечексем хурĕç.
Читайте нас: