Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Сентябрӗн 2020, 13:56

Пенсионерсене - тÿлевсĕр çул çÿрев

«Башкирское долголетие. Туризм» проект тăрăх, республикăра пурăнакан тивĕçлĕ канури çынсем хамăр тăрăхри паллă вырăнсене тÿлевсĕр çул çÿреве кайма пултарĕç.

«Башкирское долголетие. Туризм» проект тăрăх, республикăра пурăнакан тивĕçлĕ канури çынсем хамăр тăрăхри паллă вырăнсене тÿлевсĕр çул çÿреве кайма пултарĕç.
Программăра - республика тăрăх пĕр е икĕ кунлăх çул çÿреве тухса каясси. Тивĕçлĕ канури çынсем музейсенче, тĕн çурчĕсенче, ялсемпе поселоксенче, уйрăм хуçалăхсенче пулса курĕç. Экскурсисем çуран тата автобуспа каймаллисем те пулĕç. Малтанхи икĕ социаллă çул çÿреве Ĕпхÿ хулинче пурăнакан пенсионерсем хутшăннă. Вĕсем Гафури, Мелеуз, Ишимбай хулисене çитсе курнă. Пур экскурсисене те вырăнти гидсем ертсе пынă. Çул çÿревçĕсем вырăнти фермер хуçалăхĕсенче пулса вĕсен продукцийĕсене тутанса пăхнă. Нумайăшĕ хăйсемшĕн пĕрремĕш хут кăмăс тутине уçнă. Асăннă çул çÿревсем иккĕшĕ те пĕр куна пынă. Каçхине килĕсене таврăннă. Туризмпа çыхăннă патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, çывăх вăхăтра соцтуризмрб.рф. сайта хута ярĕç. «Башкирское долголетие» вкладка тăрăх кĕрсе регистраци иртнĕ хыççăн республикăра пурăнакан кирек хăш ÿсĕмри пенсионер та Пушкăртстан тăрăх çул çÿреве кайма пултарать. Экскурсие халех каяс тесессĕн хăвăр пурăнакан район администрацине е вырăнти ветерансен канашне çитсе ыйту хускатмалла.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: