Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Сентябрӗн 2020, 13:58

Пушкăртстан Правительствин çĕнĕ премьер-министр

Сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче республика пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстан Правительствин премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама республикăн пĕрремĕш вице-премьерне Андрей Назарова лартасси пирки калакан указа алă пуснă. Унăн кандидатуришĕн Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем пĕр сасăллă пулса сасăланă. Асăннă должность вăрах вăхăт хушши пушă пулнă.

Сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче республика пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстан Правительствин премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама республикăн пĕрремĕш вице-премьерне Андрей Назарова лартасси пирки калакан указа алă пуснă. Унăн кандидатуришĕн Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем пĕр сасăллă пулса сасăланă. Асăннă должность вăрах вăхăт хушши пушă пулнă.
- А.Назаров тахçанах федераллă шайра ĕçлекен çын. Пĕрремĕш вице-премьер постĕнче вăл кăткăс экономика ыйтăвĕсене татса парать. Анлă компентенци, профессионализм тата ытти паха енсем Андрей Геннадьевича пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртме май параççĕ. Паян эпир кадр ыйтăвне çеç мар, республикăн малашлăхне те татса паратпăр, - тенĕ Радий Хабиров. - Лартнă тĕллевсемпе ĕçлекен вăтам статистикăллă ĕçчене суйлама та пулатчĕ-ха, анчах эпĕ кăткăс ыйтусене пысăк пурнăç опычĕллĕ, ăнăçлă, хăш чух пуçтахрах та, çынсемпе татса пама хăнăхнă. Андрей Геннадьевич правительствăра ĕçленĕ юлашки 20 çул чи йывăр вăхăтпа тÿр килчĕ. Çав шутра нефть хакĕ чакни те, кăшăлвирус пандемийĕ тата ыт.те. Ман шутпа, А. Назаров та, правительство та çак йывăрлăхсенчен ăнăçлă тухрĕç. Пурнăçра сахал мар çитĕнÿ тунă ĕнтĕ вăл. Пысăк вырăнта ларнипе усă курса укçа-тенкĕ хапсăнас шухăш унра çук, - тенĕ ун пирки Радий Хабиров.
Андрей Назаров депутатсем умĕнче сăмах каланă май 2024 çулчченхи Пушкăртстан Республикин аталанăвĕн программипе паллаштарнă.
Андрей Геннадьевич Назаров 1970 çулхи апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче Баймак хулинче çуралнă. Политика наукисен кандидачĕ. Сибай хулинчи 6№ вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕреннĕ. 1988 çулта Сибай хулинчи тупа пуянлатакан техникумра «Техническое обслуживание и ремонт автомобилей» специальноçа алла илнĕ. 1995 çулхи май уйăхĕнче Казах патшалăх управлени академийĕнчен (ун чухне Алма-Атари халăх хуçалăх институчĕ пулнă) вĕренсе тухнă. 2002 çулта Пушкăртстан Президенчĕ çумĕнчи Пушкăрт патшалăх службипе управлени академийĕнче пĕлÿ илнĕ. 2009 çулта Магнитогорскри патшалăх техника университетĕнче «Ту машинисемпе хатĕрĕсем» специальноçа алла илнĕ, «Раççей Федерацийĕнчи ту машинисемпе оборудованийĕсен лару-тăрăвĕ тата вĕсене аталантарнин малашлăхĕ» темăпа диплом ĕçĕ хÿтĕленĕ. 2011 çулта РФ Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин академийĕнче «Юриспруденци» специальноçпа диплом ĕçĕ хÿтĕленĕ. 1998 çулта Сибай хула Канашĕн депутатне суйланă. 1998-2004 çç Челябинск облаçĕнчи Магнитогорск хулинчи Пушкăртстан представительствине ертсе пынă.
2001-2006 çулсенче - Пушкăртстанри суту-илÿпе промышленность союзĕн правлени председателĕ. 2003 çулта Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутатне суйланă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: