Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Сентябрӗн 2020, 14:03

Республикăра 3‚7 млн тонна тырă пуçтарса илнĕ

Пушкăртстанра 1‚666 млн гектар (пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕсен 93%) çинчен 3‚713 млн тонна тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ. Паянхи кун тĕлне вăтам тухăç пĕр гектартан 22‚3 центнерпа (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 2‚7 центнер нумайрах) танлашнă.

- Пуçтарса кĕртмелли тата 100 пин гектар тăрса юлнă. Вĕсенче ытларах хура тулпа вир ÿсеççĕ. Çак эрне варринчен пуçласа тепĕр эрне варриччен çанталăк лайăх тăмалла. Асăннă тапхăрта уй-хир ĕçĕсене вĕçлеме пулĕ‚ - тенĕ ПР Правительствин вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.
Тăтăш çăвакан çумăрсем тухăçа пуçтарса илме чăрмантараççĕ. Йĕпе-сапаллă кунсенче пучахлă тырăсен хушма хунавĕсем ÿсеççĕ. Специалистсем ăнлантарса панă тăрăх‚ çакă комбайнерсен ĕçне йывăрлатать.
Çтерлĕпе Илиш районĕсенче 200 пин ытла тонна тырă çапса илнĕ. Вунпĕр районти çĕнĕ тухăç 100 пин ытла тоннăпа танлашнă. Тĕш тырă культурисен тухăçне пуçтарса илессипе Чекмагушпа Чишма‚ Илишпа Давлекан районĕсем малта пыраççĕ.
Читайте нас: