Пур хыпар та
Новости
23 Сентябрӗн 2020, 14:02

«Çул пур çĕрте çеç пурнăç пур»

Социаллă сетьсенче Радий Хабиров Пушкăртстан муниципалитечĕсен çулĕсене аталантарма пысăк укçа-тенкĕ хывассине пĕлтернĕ.

Социаллă сетьсенче Радий Хабиров Пушкăртстан муниципалитечĕсен çулĕсене аталантарма пысăк укçа-тенкĕ хывассине пĕлтернĕ.
Сăмах май‚ пур районсемпе хула округĕсенчи çулсене вак чулпа тикĕслеме вуншар миллион тенкĕ уйăрса панă. Маларах республика пуçлăхĕ «çул пур çĕрте çеç пурнăç пур» тесе каланă пулнă. Уйрăмах вăл ял-саласенчи çĕнĕ микрорайонсенче çул кирлине палăртнă.
- Тĕрĕссипе‚ кăçал нихăçан та çул пулман вырăнсенче вак чул çителĕклех сарнă‚ çынсем асфальт пирки калаçусем пуçарса янă. Çакă тĕрĕс‚ мĕншĕн тесен пирĕн лайăххи патне çеç ăнтăлмалла‚ - тенĕ Радий Хабиров. - Çак направленипе малашне те ĕçлĕпĕр.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас