Урал сасси
+13 °С
Ясно
Новости
27 Сентября 2020, 08:55

«Ешĕл Пушкăртстан» акцине хутшăнса 650 пин тĕп йывăç лартнă

Ĕнер, сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Ешĕл Раççей» кунĕнче Пушкăртстанра пурăнакан 100 пин ытла çын 650 пин ытла йывăç лартма пултарнă тесе пĕлтерет республика пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социалла сечĕсенче акцие пĕтĕмлетнĕ май.

Ĕнер, сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Ешĕл Раççей» кунĕнче Пушкăртстанра пурăнакан 100 пин ытла çын 650 пин ытла йывăç лартма пултарнă тесе пĕлтерет республика пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социалла сечĕсенче акцие пĕтĕмлетнĕ май.
«Кăçал çулталăк вĕçленнĕ тĕле Пушкăртстанра пурăнакансемпе вăрман хуçалăхĕсем 32 млн тĕп йывăç лартĕç. Кунта çакна та палăртмалла, эпир иккĕмĕш çул йывăç лартассине ăна касса тĕп тунинчен ытларах пурнăçа кĕртетпĕр. Çак виçе 103 процентпа танлашать. Ялсемпе хуласенче йывăç лартнине пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе çыхăнтараççĕ – хамăрăн хăюллă та паттăр асатте-асаннесене асра тытса «Паттăрсен аллейисем» тата «Çĕнтерÿ вăрманĕсем» никĕслеççĕ. Паянхи кун Иглин районĕнче Максим Петряшов аллейи пур. Бакалă тăрăхĕнче Даян Мурзин ячĕллĕ тата Совет Союзĕн Геройĕн Талип Нуркаевăн аллейисем тавралăха илем кÿреççĕ. Кушнаренковăра - Фазульян Ахмалетдинов ячĕллĕ аллея. Сибайра Совет Союзĕн Геройĕ Федор Белов ячĕллĕ скверта Хĕр-тус фронтовиксен аллейине йĕркеленĕ. Хуласемпе ялсенче пысăк йывăç тĕпĕсене лартма калаçса татăлтăмăр, мĕншĕн тесен вĕсем тавралăха çийĕнчех илем кÿме пултараççĕ, 5-10 çул кĕтмелле мар»,- тесе çырнă Пушкăртстан пуçлăхĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас