Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
28 Сентябрӗн 2020, 17:25

Пушкăртстанра Наципе Купăсçăсен аллейисем уçăлнă

Октябрьски хулинче «Янра‚ хуткупăс!» («Играй‚ гармонь!») халăх уявĕ иртнĕ. Уява Халăхсен туслăх çуртĕнче чаплă лару-тăрура уçнă.

Октябрьски хулинче «Янра‚ хуткупăс!» («Играй‚ гармонь!») халăх уявĕ иртнĕ. Уява Халăхсен туслăх çуртĕнче чаплă лару-тăрура уçнă. Унтан мероприяти хăнисем «Симĕс Раççей» Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен тата «Симĕс Пушкăртстан» республика акцисене хутшăннă. Халăхсен туслăх çурчĕпе юнашар вырнаçнă Туслăх паркĕн территорийĕнче уявăн хисеплĕ хăнисем Наци аллейине хывнă. «Нур» клуб территорийĕнче вара Купăсçăсен аллейи никĕсленнĕ.
Октябрьски хула администраци пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ купăсçăсем Туркменево микрорайонăн урамĕсем тăрăх юрăсемпе такмаксем юрласа иртнĕ. Илемлĕ кĕпе-костюм тăхăннă купăсçăсем халăх йăли-йĕркине упракансемпе ветерансем пурăнакан вырăнсене çитсе пысăках мар концертсем лартнă. Каярах ушкăнланнă артистсем пĕрлешсе «Нур» клуб патне çул тытнă.
Ун хыççăн уяв хăнисем «Нефтяник» хула паркне çитнĕ. Унта «Гуляй‚ гармонь!» чăн-чăн халăх уявĕ иртнĕ. Паркра мероприяти хăнисем валли тематикăпа анимаци лапамĕсем‚ выставкăсем‚ мастер-классем ĕçленĕ.
Кăçал фестивале Элшейпе Пелепей‚ Буздякпа Дуван‚ Ермеккейпе Илиш‚ Кармаскалăпа Туймазă‚ Чекмагушпа Бавлă‚ Ютазă районĕсенчен тата Ĕпхÿпе Октябрьски‚ Пелепейпе Благовещенск‚ Нефтекамскпа Çтерлĕ‚ Туймазăпа Бавлă‚ Набережные Челны хулисенчен 100 ытла купăсçă хутшăннă.
2020 çулта «Янра‚ хуткупăс! Халăх уявĕ» проект Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ.
Çак уява 20 çул каялла уявлама тытăннă. Вăл уçă пĕлĕт айĕнче халăх пухăнса уявламалли праçник шутланать. Çирĕм çул хушшинче мероприятие 1000 участникпе 20 пин хăна хутшăннă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: