Сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче каçхине Давлекан хулинчи 2-мĕш Загородной урамĕнче çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ. Унта пĕр çын пурнăçĕ татăлнă. ПР ГИБДД пресс-службин даннăйĕсем тăрăх‚ «ВАЗ-2114» çăмăл машина рульне 57 çулхи арçын тытса пынă. Вăл çулпа пыракан 54 тата 42 çулхи икĕ арçынна çапса хăварнă. Инкек курнисенчен аслăраххи васкавлă пулăшу килсе çитиччен çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Иккĕмĕшне больницăна илсе çитернĕ. Çул-йĕр пăтăрмахĕ вăхăтĕнче «ВАЗ-2114» водителĕ ÿсĕр пулни паллă. ГИБДД ĕçченĕсем ларăва уçăмлатса парассипе ĕçлеççĕ.