Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
28 Сентябрӗн 2020, 19:05

«Шăплăх сехечĕ» пирки саккуна алă пуснă

Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров регионти «шăплăх сехечĕ» пирки калакан саккуна алă пуснă. Документа ПР право информацин интернет-порталĕнче пичетленĕ. Саккун проектне республикăра пурăнакансем ыйтнипе Пушкăртстан Патшалăх пухăвĕн депутачĕсем туса хатĕрленĕ, кĕрхи сесси вăхăтĕнче йышăннă.

Асăннă саккун шавлă юсав ĕçĕсене нумай хутлă çуртсенче, общежитисенче 13 сехетрен пуçласа 15 сехетчен ирттерме чарать. Шăплăха пăсакансене штраф тÿлеттерĕç. Граждансен 1-2 пин, должноçри çынсен 3-5 пин, пайăр мар сăпатсен (юридические лица) 10-15 пин тенкĕ тÿлеме тивĕ.
Çĕнĕ çуртсене хута янă хыççăн хуçасем çулталăк çурă «шăплăх сехетне» пăхăнмассаа пултараççĕ. Çавăн пекех аварие пĕтерессипе, çынсен хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă васкав ĕçсене саккун сарăлмасть.
Çĕнĕ йĕркесем 2020 çулхи октябрь уйăхĕнчен вăя кĕрĕç.
Читайте нас: